Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
25 Майӑн 2022, 10:13

Выльăх апачĕ хатĕрлекен техникăна тимлеççĕ

Пăслăкра курăм хатĕрлеме тухма хатĕр.  

Выльăх апачĕ хатĕрлекен техникăна тимлеççĕ
Выльăх апачĕ хатĕрлекен техникăна тимлеççĕ

Районти хуҫалӑхсенче выльӑх апачӗ хатӗрлекен техникăна хатĕрлĕх ретне лартаççĕ.

Майӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа 31-мӗшĕччен районта выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес тата выльӑх апачӗ хатӗрлес енӗпе ӗҫлекен хуҫалӑхсенче выльӑх апачӗ пухакан комбайнсене, самоходнӑй косилкӑсене техника тӗлӗшӗнчен пӑхса тухаҫҫӗ. Паян районти Гостехнадзор инспекцийӗнче выльӑх апачӗ хатӗрлемелли техникӑн ял хуҫалӑх предприятийӗсенчи ҫавӑн пек 18 единица учетра тăрать.

— Нумай хуҫалӑхсем ешӗл вырмана питех тимлемен вăхăтра Александр Милютинăн хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче пачах урӑхла картина курӑнать, — тет районти Гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ Эдуард Григорьев. — Пăслăкри машинӑпа трактор паркӗнче выльӑх апачӗ хатĕрлекен техникăн юсав ӗҫӗсем иртеҫҫӗ. Тепӗр эрнерен нумай ҫул ӳсекен курӑксене çулма хире тухма хатӗр теме пулать. КФХ механизаторсен ӗҫне тӗрӗслесе тата лайӑх йӗркелессине опытлӑ инженер Федор Иванович Власов ирттерет. "ДОН-680 М" самоходнӑй комбайна техникӑна тӗрӗсленӗ вӑхӑта кунта яваплӑ механизатор Владимир Ильич Исаев хатĕрленĕ.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.

Федор Власов, Владимир Исаев тата Эдуард Григорьев.

Выльăх апачĕ хатĕрлекен техникăна тимлеççĕ
Выльăх апачĕ хатĕрлекен техникăна тимлеççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: