-1 °С
Пӗлӗтлӗ
«Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестиваль ҫĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа 26-мĕшĕччен Шупашкарти Юхан шыв портĕнче сарăлса выртĕ. Кунта çĕршыври сăра вĕретекен заводсен ертӳçисем, хăмла ĕрчетекен хуçалăх пуçлăхĕсем, регион Правительствин ӗҫченӗсем пухăнĕç, хăмла ĕрчетес ĕçе аталантарас ыйту тавра канашлу ирттерĕç.
Кунтах тĕрлĕ завод хăйӗн сăрипе хăналĕ. Фестивальти дегустацине билетпа кĕртеççĕ. 100-200 тенкĕпе. Вĕсене сутма пуçланă.
«Хыпар» издательство çурчĕ.