+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Ҫанталӑк шӑрӑхланнипе регионта выльăх апачĕ хатӗрлес хӑвӑртлӑх ӳснӗ. Унччен ӑна ҫумӑрлӑ ҫанталӑк кансӗрлетчӗ. Паянхи кун тӗлне республикӑра курӑксен лаптӑкĕнчен ҫуррине ҫулнӑ - 355 пин гектар. Утӑ 250 пин тонна хатӗрленӗ, - палӑртнӑ калӑпӑшӑн 34 проценчӗ.
Пӗр вӑхӑтрах сенаж хываҫҫӗ, ҫакӑн пек сӗтеклӗ апат-ҫимӗҫе чылай хуҫалӑх выльӑх апачӗ хатӗрлес кампани пуҫлансан, час-часах ҫумӑр ҫунине пула çине тӑрсах хатĕрленнĕ. Регионта сенаж хальхи вӑхӑтра 770 пин тонна хатӗрленӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Санӳкерчӗкĕ: ПР ял-хуçалăх министерстви.