Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
16 Июлӗн 2022, 16:16

Пушкӑртстанри 33 АПК предприятийӗсем ял халӑхне ӗҫпе тивӗҫтерме пулӑшас шайра патшалӑх пулӑшӑвӗ илнӗ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пушкӑртстанри 33 АПК  предприятийӗсем ял халӑхне ӗҫпе тивӗҫтерме пулӑшас шайра патшалӑх пулӑшӑвӗ илнӗ
Пушкӑртстанри 33 АПК предприятийӗсем ял халӑхне ӗҫпе тивӗҫтерме пулӑшас шайра патшалӑх пулӑшӑвӗ илнӗ

Пушкӑртстан "Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси" программӑн "Ял халӑхне ӗҫпе тивӗҫтерме пулӑшасси" проекта хастар хутшӑнать. 2022 ҫул пуҫланнӑранпа агропромышленноҫ комплексӗн 33 предприятийӗ пулӑшу илнӗ. Проект условийӗсем работниксене вӗренӳ договорӗсем тӑрӑх вӗрентессипе, ҫавӑн пекех аграри аслӑ шкулӗсен студенчӗсен ӗҫне производство практикине ҫӳренӗ тапхӑрта илекен тӑкаксен пӗр пайне компенсацилеме палӑртаҫҫӗ. Кун пирки ПР правительствин пресс-служби пӗлтерет.
Кӑҫалтан пуҫласа ял территорийӗсенче ӗҫлекен ял хуҫалӑх продукцине тирпейлес енӗпе ӗҫлекен предприятисене те пулӑшу параççĕ. Вӗренӳ учрежденийӗсен категорине анлӑлатнӑ, халӗ аграрисем хӑйсен ӗҫченӗсене вӗрентме тата республикӑри колледжри практикантсен ӗҫӗшӗн тӳлеме тӑкаксене компенсацилеме пултараҫҫӗ. Ҫак ҫӗнӗлӗхсене республика пуҫарӑвӗпе йышӑннӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР правительствин сайчӗ.

Пушкӑртстанри 33 АПК  предприятийӗсем ял халӑхне ӗҫпе тивӗҫтерме пулӑшас шайра патшалӑх пулӑшӑвӗ илнӗ
Пушкӑртстанри 33 АПК предприятийӗсем ял халӑхне ӗҫпе тивӗҫтерме пулӑшас шайра патшалӑх пулӑшӑвӗ илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: