Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
19 Июлӗн 2022, 11:56

Пушкӑртстанра 400 пин ытла тонна утӑ тата 930 пин тонна сенаж хатӗрленӗ

Регионти лайӑх ҫанталӑк условийӗсем пуҫлансан ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ ӳсрӗ.

Пушкӑртстанра 400 пин ытла тонна утӑ тата 930 пин тонна сенаж хатӗрленӗ
Пушкӑртстанра 400 пин ытла тонна утӑ тата 930 пин тонна сенаж хатӗрленӗ

Ҫу уйӑхӗн пӗрремӗш пайӗнче татти-сыпписӗр ҫумӑр ҫунине пула Пушкӑртстан аграрийӗсем пӗлтӗрхинчен пӗр эрне каярах выльӑх апачӗ хатӗрлеме тытӑнчӗҫ. Регионти лайӑх ҫанталӑк условийӗсем пуҫлансан ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ ӳсрӗ. Июлӗн 18-мӗшӗ тӗлне выльӑх апачӗн 433 пин гектарне, е пӗтӗм лаптӑкӑн 58% ҫулнӑ, 407 пин ытла тонна утӑ, 931 пин тонна сенаж хатӗрленӗ. Утӑ хатӗрлессин лайӑх хӑвӑртлӑхне Альшей районӗнчи хуҫалӑхсем кӑтартаҫҫӗ, унта 15,3 пин тонна хытӑ апат хатӗрлесе хунӑ. Ҫавӑн пекех Куюргазă (13,5 пин тонна) тата Пишпÿлек (14,2) районӗсенче утӑ хатӗрлеҫҫӗ.

Чылай районсенче сенаж хатӗрлемелли плана ытлашшипех тултарнă. Аургазă районӗнчи хуҫалӑхсем 70 пин тонна ытла сӗтеклӗ апат хатӗрленӗ, ҫакă  хӗл каҫма кирлӗ калӑпӑшран виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ пысӑкрах. Ҫавӑн пекех Кугарчă тата Мелеуз районӗсенче плана ытлашшипех тултарнă.

ПР Ялхуçалăх министерствин сайтĕнчен.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Пушкӑртстанра 400 пин ытла тонна утӑ тата 930 пин тонна сенаж хатӗрленӗ
Пушкӑртстанра 400 пин ытла тонна утӑ тата 930 пин тонна сенаж хатӗрленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: