Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
25 Июлӗн 2022, 11:16

Аургазă районӗнче ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫре биопрепаратсемпе усӑ курмалли опыта сӳтсе явнă

Ҫавӑн пек процессене ӗҫе кӗртекенсем технологи характерӗнчи йӑнӑшсенчен хӑтӑлас тесе "Салават" хуҫалӑх опычӗпе усӑ курма пултараҫҫӗ.

Аургазă районӗнче ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫре биопрепаратсемпе усӑ курмалли опыта сӳтсе явнă
Аургазă районӗнче ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫре биопрепаратсемпе усӑ курмалли опыта сӳтсе явнă

Аургазă районӗнче "Салават" ООО уй-хирӗнче "БашИнком" наукӑпа практика семинарӗ иртнӗ. Мероприятие ӳсентӑрансен тухӑҫлӑхне ӳстерме биопрепаратсемпе тата биоактивлӑ удобренисемпе усӑ курассине халалланӑ.

Республикӑри ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Ирик Сураков палӑртнӑ тӑрӑх, мероприяти пысӑк пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен ҫӗрӗҫ биологизацийӗн пӗлтерӗшне паянхи кун чылай хуҫалӑх ӑнланать.

— Эпир "химирен" каймастпӑр. Паянхи кун комплекслӑ технологипе тата хими препарачӗсемпе те усӑ кураҫҫӗ. Биологизацин усси акӑ мӗнре: биопрепаратсемпе усӑ курни ӳсентӑрансен ҫирӗплӗхне тата вӗсен тухӑҫлӑхне ӳстерет, ҫавӑнпа биологипе те, хими препарачӗсемпе те комплекслӑ усӑ курни пӗр вӑхӑтрах лайӑх кӑтарту патне илсе ҫитерет, — палӑртнă Ирик Сураков.

Ку ыйту пирки хӑйӗн шухӑшне наукӑпа "Башинком" НВП директорӗн заместителӗ Владислав Сергеев каласа панӑ.

— Эпир интеграциленӗ майлӑ – минераллӑ удобренисем те, микробиологиллӗ удобренисем те пулмалла. Синергизм, минераллӑ тата биологи препарачӗсен тандемӗ кирлӗ. Эпир пӗрле минераллӑ удобренисем хывма тата тӑпрана усӑллӑ микробиотӑпа пуянлатма тытӑнсан, минераллă удобренисемпе усӑ курасси пӗр пӗлтерӗшлӗ, – ӑнлантарать ученый.

Унӑн даннӑйӗсем тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра минераллӑ удобренисен ҫӗр ӗҫӗнче усӑ курмалли коэффициент 20 процентран пуҫласа 40 процента ҫитиех танлашма пултарать, ҫакӑ ӳсентӑрансен хӑйхаклӑхне, унӑн экономика тытӑмне чӑнласах витӗм кӳрет.

Семинара ирттермелли вырӑна ӑнсӑртран суйласа илмен, "Салават" ял хуҫалӑх предприятийӗнче 10 ҫул ытла технологи процесӗсене "БашИнком" ирттереҫҫӗ. Ирик Сураков ҫак ял хуҫалӑх предприятийӗн уй-хирӗсенче результатсем палӑрнине палӑртнӑ. Ҫавӑн пек процессене ӗҫе кӗртекенсем технологи характерӗнчи йӑнӑшсенчен хӑтӑлас тесе хуҫалӑх опычӗпе усӑ курма пултараҫҫӗ.

ПР Ялхуçалăх министерствин сайтĕнчен.

Аургазă районӗнче ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫре биопрепаратсемпе усӑ курмалли опыта сӳтсе явнă
Аургазă районӗнче ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫре биопрепаратсемпе усӑ курмалли опыта сӳтсе явнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: