Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
10 Августӑн 2022, 18:05

Пушкӑртстанра шăвармалли системăсем тӑвас енӗпе ӗҫлекен инвестпроект приоритетлӑ тытӑмсен переченьне кӗнӗ

Ҫавна пула 2025 ҫул тӗлне ҫӗрсене шӑвармалли пӗтӗмӗшле лаптӑк 642 гектара çитĕ.

Пушкӑртстанра шăвармалли системăсем тӑвас енӗпе ӗҫлекен инвестпроект приоритетлӑ тытӑмсен переченьне кӗнӗ
Пушкӑртстанра шăвармалли системăсем тӑвас енӗпе ӗҫлекен инвестпроект приоритетлӑ тытӑмсен переченьне кӗнӗ

Пушкӑртстан инвестпроекчӗсен переченьне Буздяк районӗнчи Канны-Туркеево тата Старотавларово ялсен çывăхĕнчи ҫӗрсем ҫинче республикӑри сахӑр кӑшманӗ туса илессин калӑпӑшне ӳстерес тата хальхи сахӑр завочӗсене чӗртаварпа тивӗҫтерес тӗллевпе шăвармалли системăсем тăвас енĕпе ĕçлекен проект кӗнӗ. Кун пирки Пушкӑрт Правительствин пресс-служби пӗлтерет.
Инвестор 614 млн тенкӗ ĕçе пурнӑҫлама тата предприятире 41 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме палӑртнӑ. Система насус станцине, ҫумӑр установкисене, трансформатор подстанцине электричество тата ҫутатмалли система кӗртет. Проекта икӗ тапхӑрпа пурнӑҫлĕç. Ҫавна пула 2025 ҫул тӗлне ҫӗрсене шӑвармалли пӗтӗмӗшле лаптӑк 642 гектара çитĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстан Ялхуҫалӑх министерстви.

 

Пушкӑртстанра шăвармалли системăсем тӑвас енӗпе ӗҫлекен инвестпроект приоритетлӑ тытӑмсен переченьне кӗнӗ
Пушкӑртстанра шăвармалли системăсем тӑвас енӗпе ӗҫлекен инвестпроект приоритетлӑ тытӑмсен переченьне кӗнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: