Пушкӑртстанра выльӑх апачӗ хатӗрлес кампани малалла пырать. Августӑн 11-мӗшӗ тӗлне 755 пин тонна утӑ тата 1,48 млн тонна сенаж хатӗрленӗ — ку тӗспе выльӑх апачӗн кӑтартӑвӗсем план индикаторĕсенчен те иртнӗ. Выльӑх-чӗрлӗхе хӗл каҫма хытă тата сӗтеклӗ апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтересси условнăй выльăх пуҫне 20 ц иртнӗ.
Чекмагуш районӗнчи хуҫалӑхсем сенажа пуринчен ытларах — 125 пин тонна ытла хатӗрленӗ. Хайбулла районӗнче пуринчен те лайӑхран утӑ — 41 пин тонна ытла хатӗрленӗ.
Силос хатӗрлесси (ку йӳҫӗтнӗ симӗс курӑк) тин пуҫланать. Регионта ҫав тӗспе апат 1,2 млн тоннӑран кая мар хатӗрлеме палӑртаҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Ялхуçалăх министерстви.
#кормозаготовка #сено #сенаж #АПКРБ #МСХРБ