Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
17 Августӑн 2022, 18:19

Пушкӑртстанӑн кӑнтӑр енче 770 млн тенкӗлĕх ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене шӑвармалли система тăвĕç

"Хлебодаровка" хресченпе фермер хуҫалӑхӗн пуҫарулӑхне Радий Хабиров хутшăннă "Инвестчасра" пӑхса тухнă.

Пушкӑртстанӑн кӑнтӑр енче  770 млн тенкӗлĕх ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене шӑвармалли система тăвĕç
Пушкӑртстанӑн кӑнтӑр енче 770 млн тенкӗлĕх ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене шӑвармалли система тăвĕç

Мелеуз районӗнче ялхуҫалӑх улӑхӗсене шӑвармалли тытӑма йӗркелемелли инвестици проектне пурнӑҫлаҫҫӗ. "Хлебодаровка" хресченпе фермер хуҫалӑхӗн пуҫарулӑхне Радий Хабиров хутшăннă "Инвестчасра" пӑхса тухнă.
Регионти Ял хуçалăх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, проекта 770 млн тенкӗ хываҫҫӗ. Фермерсем усӑ курман ҫӗрсене явӑҫтарма тата шӑваракан территорисен лаптӑкне 700 гектар таран ҫитерме палӑртаҫҫӗ, çакӑ культурӑна пысӑк тухӑҫлӑ ӳстерме май парать.
Пуҫарӑва пурнӑҫлани хушма 55 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май парать. Халӗ проект бизнес-планлас ӗҫ тапхӑрӗнче тӑрать, ҫӗрпе пурлӑх ыйтӑвӗсене татса параҫҫӗ, ял хуҫалӑх техникине туянасси ҫинчен калаҫусем ирттереҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби.

Пушкӑртстанӑн кӑнтӑр енче  770 млн тенкӗлĕх ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене шӑвармалли система тăвĕç
Пушкӑртстанӑн кӑнтӑр енче 770 млн тенкӗлĕх ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене шӑвармалли система тăвĕç
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: