Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
18 Августӑн 2022, 15:30

Ильшат Фазрахманов республикӑри районсенче тырпул пухса кӗртесси мĕнле пынипе паллашать

Республикӑри вӑтам тухăçлăх гектар пуçне 31 центнерпа танлашать.

Ильшат Фазрахманов республикӑри районсенче тырпул пухса кӗртесси мĕнле пынипе паллашать
Ильшат Фазрахманов республикӑри районсенче тырпул пухса кӗртесси мĕнле пынипе паллашать

ПР Правительствин Премьер-министрӗн заместителӗ Ильшат Фазрахманов кӑнтӑрти вӑрман тата Урал умӗнхи ҫеҫенхир районĕсенче тырпул пухса кӗртес ӗҫ мӗнле пынипе паллашнă, тырпул пухма пӗтӗм вӑя явăçтарнă, хӗвеллӗ ҫанталӑк вырма ĕçне пӗр минута та сая ямаҫҫӗ. Кӗрхи тата ҫурхи пĕрчĕллĕ культурӑсем акнӑ лаптӑксем тӑрӑх пӑхсан, тырпул лайӑх. Республикӑри вӑтамран паян вӑл гектартан 31 центнерпа танлашать. Анчах чылай уй-хир гектар пусне 70 ц ытла та парать. Сӑмахран, Кармаскалă районӗнчи "Артемида" ОООра ҫакӑн пек пуян тырпул пухса илнĕ. Хуҫалӑх уйӗнче Ильшат Фазрахманов пулнă, ҫавӑн пекех предприяти тӗштырӑ тасатакан-типӗтмелли комплексӗн ӗҫӗпе паллашнă.

Ильшат Фазрахманов аграрисемпе тӗл пулнӑ май калча мӗнле пулнипе, тухӑҫлӑх шайӗпе, техника ӗҫӗпе кӑсӑкланнӑ. Вӑл тырпул пухса кӗртессине тата кӗрхи культурӑсене акассине май килнӗ таран хӑвӑртлатма, пӗтӗм техникӑпа тухӑҫлӑ усӑ курма сӗннӗ.

ПР  Ялхуçалăх министерствин пуҫлӑхӗ Архангельск районӗнче пулнӑ. Вӑл ГУСП МТС-ра "Центральнӑй" хуҫалӑхӗнче кӗрхи тулӑ тухӑҫлӑхне хакланă. Кӑҫал аграрисем ăна 37 ц/га илеҫҫӗ.

Кун каҫиччен Ильшат Фазрахманов Гафури, Ишимбай, Стерлитамак, Альшей тата ытти районсене те ҫитсе курма палӑртнӑ. Вице-премьер йӑлана кӗнӗ пек фермерсемпе чи çивĕ ыйтусене сӳтсе явать.

https://vk.com/feed

Сăнÿкерчĕкĕсем: социаллă сетьсем.

Ильшат Фазрахманов республикӑри районсенче тырпул пухса кӗртесси мĕнле пынипе паллашать
Ильшат Фазрахманов республикӑри районсенче тырпул пухса кӗртесси мĕнле пынипе паллашать
Ильшат Фазрахманов республикӑри районсенче тырпул пухса кӗртесси мĕнле пынипе паллашать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: