Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
3 Сентябрӗн 2022, 14:56

Кишӗр çулçи мĕн тума юрăхлă?

КИРЕК МӖНЛЕ ПРЕПАРАТПА ТАТА СИПЛЕНМЕЛЛИ МЕСЛЕТСЕМПЕ УСӐ КУРИЧЧЕН СИПЛЕКЕН ТУХТӐРТАН ЫЙТСА ПĔЛМЕЛЛЕ!

Кишӗр çулçи мĕн тума юрăхлă?
Кишӗр çулçи мĕн тума юрăхлă?

Кишӗр çулçипе геморроя тухӑҫлӑ сиплеççĕ. Пĕр стакан типӗтнӗ, вӗтетнӗ кишĕр çулçине 200 мл вӗретнӗ шыва ямалла, тепӗр сехетрен сӑрӑхтарса кун хушшинче пĕчĕккĕн ӗҫмелле.
Кунсӑр пуҫне, ҫӗр каҫма анус ӑшне çав шывпа йĕпетнĕ тампон хумалла. Кашни кун ҫапла тусан, часах геморрой ҫухалĕ.
Цистита сиплеме кишӗр çулçине 10 минут 0,5 л шывра вӗретмелле, сÿнтермелле те пĕрер сехет лартмалла, сӑрӑхтармалла та шӗвеке кунне 3-4 хут апатчен ҫур сехет малтан пӗр тан порципе ӗҫмелле.
Ҫавӑн пекех цистита та сиплеме, малтан вӗтетнĕ кишӗрпе петрушка ҫулҫисене пӗр тан хутӑштармалла, пĕр апат кашăкĕ хутăш çине вӗретнӗ 0,5 л шыв хушмалла, икĕ сехет чăркаса лартмалла, кунне 2 - 3 хут апатчен 30 минут малтан сӑрӑхтарса, 2 хут ӗҫмелле.
Ӑшӑ ванна йышӑннӑ хыҫҫӑн кашни каҫах кишӗр çулçипе тунă шĕвекпе йӗпетнӗ пир-авӑра хырӑм тӗпне хурсан, почкӑсемпе шăк хӑмписенчен чулсем пӗр ыратмасӑр тухаҫҫӗ. Компрессне ирччен ан пӑрахӑр.
Полиартритпа чирлесен ҫавӑн пек компрессем чирлӗ вырӑнсене тӑваҫҫӗ, вӗсене кишӗрпе сухан хутӑштарнӑ компрессемпе ылмаштараҫҫӗ. Вӗсене вӗтетеҫҫӗ те калӑпӑшпа пӗр тан хуташтараççĕ. Сыватасси вӑраха пырать, анчах тӳсмелле.
КИРЕК МӖНЛЕ ПРЕПАРАТПА ТАТА СИПЛЕНМЕЛЛИ МЕСЛЕТСЕМПЕ УСӐ КУРИЧЧЕН СИПЛЕКЕН ТУХТӐРТАН ЫЙТСА ПĔЛМЕЛЛЕ!

Кишӗр çулçи мĕн тума юрăхлă?
Кишӗр çулçи мĕн тума юрăхлă?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: