Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
13 Сентябрӗн 2022, 21:58

Пушкӑртстанра 4,3 млн тонна тырӑ ҫапса илнĕ

Вӑтам тухӑҫ гектартан 29,3 центнер шутланать.

Пушкӑртстанра 4,3 млн тонна тырӑ ҫапса илнĕ
Пушкӑртстанра 4,3 млн тонна тырӑ ҫапса илнĕ

Вӑтам тухӑҫ гектартан 29,3 центнер шутланать.
Ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов ПР Правительствинчи оперативлӑ канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗштырӑ лаптӑкӗсен 84 процентне пуҫтарнӑ, çакă 1 млн 470 пин гектарпа танлашать.
Аургазă, Стерлитамак, Чекмагуш, Кармаскалă районӗсен аграрийӗсем пӗр гектартан 40 центнер ытла тырӑ пухнӑ.
Кӑҫал хуратул тухӑҫӗ лайӑх: гектартан 12,8 центнер, ăна пĕтĕмшле 40 пин тонна пухса кĕртнĕ. Кун пирки ПР Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтерет.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра 4,3 млн тонна тырӑ ҫапса илнĕ
Пушкӑртстанра 4,3 млн тонна тырӑ ҫапса илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: