Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
14 Сентябрӗн 2022, 19:09

Пушкӑртстанра хуратул тухӑҫӗ пысӑк пуласса кӗтеҫҫӗ

Пушкӑртри асӑннӑ культура тухӑҫлӑхӗ лайӑх, вӑл гектартан 12,9 центерпа танлашать, пӗлтерет республика Ялхуçалăх министерствин пресс-служби.

Пушкӑртстанра хуратул тухӑҫӗ пысӑк пуласса кӗтеҫҫӗ
Пушкӑртстанра хуратул тухӑҫӗ пысӑк пуласса кӗтеҫҫӗ

Ҫӗршывра хуратул тухӑҫӗ пысӑк пуласса, прогноз тӑрӑх, вăл 2021 ҫулхи шайран пысӑкрах пулать, тирпейлемелли предприятисен тиевне туллин тивӗҫтерĕ. Пушкӑртри асӑннӑ культура тухӑҫлӑхӗ лайӑх, вӑл гектартан 12,9 центерпа танлашать, пӗлтерет республика Ялхуçалăх министерствин пресс-служби.
Пушкӑртстан - ҫак культурӑна ҫитӗнтерес енӗпе марта пыракан регионсенчен пĕри. Пирӗн республикӑна, Алтай крайӗпе, Курск, Воронеж тата Орел облаҫӗсемпе пӗрле, пӗтӗм пухӑвӑн 75 процентне йӗркелеме тивет. Пӗтӗм ялхуҫалӑх культурине ҫӗршывӑн 49 субъектӗнче ҫитӗнтереҫҫӗ.
Пушкӑртра хуратул лаптӑкӗн 45 процент ытлашне ҫапнӑ, пĕтĕмĕшле 42,5 пин тонна таран. Хуратул пухас енӗпе Илиш, Кушнаренкă, Балтач районӗсем малта пыраççĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР Ялхуçалăх министерствин пресс-служби.

Пушкӑртстанра хуратул тухӑҫӗ пысӑк пуласса кӗтеҫҫӗ
Пушкӑртстанра хуратул тухӑҫӗ пысӑк пуласса кӗтеҫҫӗ
Пушкӑртстанра хуратул тухӑҫӗ пысӑк пуласса кӗтеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: