Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
16 Сентябрӗн 2022, 12:47

Ситекри выльăх пăхакансем канмалли кунсемсĕр тăрăшаççĕ

"Урожай" ООО выльӑх-чӗрлӗх пӑхаканĕсен туслӑ команди ҫулталӑкӗпех вӑй хурать.  

Ситекри выльăх пăхакансем канмалли кунсемсĕр тăрăшаççĕ
Ситекри выльăх пăхакансем канмалли кунсемсĕр тăрăшаççĕ

"Урожай" ООО ял хуҫалӑх предприятийӗ аталанса пынинче выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫе аталантарассине тивӗҫлипе тимлĕх уйарни пысăк вырăн йышăнать. Ку хуҫалӑхра мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх симментал ӑратлӑ 420 пуҫ, вӗсенчен 220 ӗне шутланать. Кӑҫалхи сакӑр уйӑх хушшинче ситексем пĕтĕмпе 5200 центнер сĕт суса илнĕ.

Пур ҫӗрте те каҫхи сӑвӑмсем пӗр вӑхӑтрах — 17 сехетре пуҫланаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑт тӗлне кӗтӳҫӗсем сӑвакан ӗнесене пурне те ҫуллахи лагерь картине хӑваласа кĕртеççĕ. Ӗнесем ӗне сума пуҫласса чӑтӑмлӑн кӗтеҫҫӗ, черет ҫитессе малтанах пӗлсе тӑраҫҫӗ, часах вĕсем выльӑх апачӗн тутлӑ порцине илеҫҫех. Машинăпа сӑвакан операторӗсем Надежда Викторовна Кузьмина, Ирина Николаевна Кудрякова, Наталия Ивановна Петрова, Альбина Егоровна Идрисова, Лидия Юрьевна Андреева тата районти пӗртен-пӗр дояр Виктор Васильевич Клишин вӑй хураҫҫӗ. Вӗсенчен кашнинех 49 ӗне ҫирӗплетнӗ. Вӗсен кашни куна ултӑ—ҫичӗ михӗ фураж тиесе пушатмалла, канмалли кунсӑр ӗҫлемелле. Мӗншӗн тесен сменӑпа улăштаракан дояркӑсем ҫук. Дояркăсене опытлӑ водитель Валерий Идрисов турттарать. Валерий Николаенко хӑйӗн шанчӑклӑ йыттипе Джекпа, Андрей Вариковпа Николай Петров кӗтӳҫсемпе тӳрӗ кӑмӑлтан ӗҫлеҫҫӗ. Кунта тӑххӑрмӗш класс ачи Андрей Андреев ҫу каҫа ӗнесене кӗтнӗ. Ҫамрӑк выльăхсене Василий Петровпа Сергей Аливанов кӗтӳҫӗсем пӑхса тӑраççĕ. Дояркӑсем Маринӑпа Александр Крутяевсен опытлӑ пӑру пӑхаканӗсен пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫӗ ҫинчен те лайӑх каларӗҫ. Выльӑх-чӗрлӗх объектне каҫхи тата ҫӗрлехи вӑхӑтра хуралҫӑ Вячеслав Семенов тӳрӗ кӑмӑлпа хураллать.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Владимир СМОЛОВ.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

 

Ситекри выльăх пăхакансем канмалли кунсемсĕр тăрăшаççĕ
Ситекри выльăх пăхакансем канмалли кунсемсĕр тăрăшаççĕ
Ситекри выльăх пăхакансем канмалли кунсемсĕр тăрăшаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: