Стерлитамак районӗнчи "Калинин ячӗллӗ АП", Дуван районĕнчи "Рассвет", Зианчура районĕнчи "А7 Агро - РБ" тата "Восход - СТ" АП ял хуҫалӑх предприятийӗсем 412 млн тенкӗ тӑракан цифра трансформацийӗн проекчӗсене хута яраҫҫӗ.
Регионти Ялхуçалăх тата Цифра министерствисем пӗрле ӗҫленине пула ялхуҫалӑх комитечӗн проект офисӗнче хуҫалӑх ӗҫ-хӗлне планламалли тата управлени йышӑнӑвӗсене йышӑнма пулӑшмалли сайра тӗл пулакан системӑна, сӗтпе аш-какай туса илессин цифра платформине, ӳсентӑран фермипе чӑх-чӗп фабрикине тытса пымалли тытӑм туса хатӗрленӗ.
Проектсене "Сколково" фонд эксперчӗсене тӑратнӑ, ун хыҫҫӑн фонд вӗсене пурнӑҫлама 327 млн ытла тенкӗ уйӑрнӑ — "Цифра технологийӗсем" наци программин шайӗнче, ҫапла вара проектăн виççĕ тăваттăмĕш пайне финансланӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: pravitelstvorb.ru.