Пушкӑртстанри Ялхуҫалӑх министерствипе Минскри трактор завочӗ анлӑ килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калаҫса татӑлнă. Тивӗҫлӗ килӗшӗве сентябрӗн 21-мӗшӗнче ПР премьер-министрӗн ҫумӗ ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов Беларуҫ Республикин ял хуҫалӑх тата апат-ҫимӗҫ министрӗн пӗрремӗш заместителӗпе Сергей Федченкопа Минск трактор завочӗн гендиректорӗпе Виталий Вовкпа тӗл пулнӑ чухне алӑ пуснӑ.
"Документ республикӑри ялхуҫалӑх техникин агропромышленноҫ комплексӗн организацийӗсене, запас пайĕсемпе тата сервис пулӑшӑвӗсемпе тивӗҫтерме палӑртать. Сӑмахран, 2023 ҫулта республикӑри завод дилерсем урлӑ "Беларус" техникине 200 единицинчен кая мар тӑратмалла, - тенӗ Ильшат Фазрахманов. Эпир пӗр-пӗринпе тулли масштабпа килӗштерсе ӗҫленипе кӑсӑкланатпӑр".
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР правительствин сайчӗ.