Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
23 Сентябрӗн 2022, 18:39

Пушкӑртстанра 390 тонна ытла сахӑр кӑшманӗ пухнӑ

Пушкӑртстанра сахӑр кӑшманӗ кăларма ҫак культурӑна акнӑ 19 районтан 15 районта пуçланă.

Пушкӑртстанра 390 тонна ытла сахӑр кӑшманӗ пухнӑ
Пушкӑртстанра 390 тонна ытла сахӑр кӑшманӗ пухнӑ

Пушкӑртстанра сахӑр кӑшманӗ кăларма ҫак культурӑна акнӑ 19 районтан 15 районта пуçланă. Ял хуçалăх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, сентябрӗн 22-мӗшӗ тĕлне хуҫалӑхсем 14 пин гектар - сахӑр кӑшманӗ акнӑ пӗтӗм лаптӑкӑн виҫҫӗмӗш пайне яхӑн чавнӑ. Тымарçимĕçсен пӗтӗм тухӑҫлӑхӗ 390 пин тоннӑран иртнӗ, вӑтам тухӑҫ гектартан 280 центнер. Çӗнӗ тухăç кăшманĕн сахӑрлӑхӗ ҫинчен калакан даннӑйсене хальлӗхе пӗлтермен-ха.
Кӑҫал калча лаптӑкӗсене чылай пысӑклатнӑ — кӑшман акакан 19 хуҫалӑх 44 пин гектар акнӑ.
Сахӑр завочӗсем ӗҫе тытӑннӑ, 124 тонна кӑшманран 17 пин ытла тонна сахӑр тунӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР Ял хуçалăх министерстви.

 

Пушкӑртстанра 390 тонна ытла сахӑр кӑшманӗ пухнӑ
Пушкӑртстанра 390 тонна ытла сахӑр кӑшманӗ пухнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: