Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
28 Сентябрӗн 2022, 18:08

Владимир Путин "Çăкăр - пурин пуҫĕ" тесе Раҫҫейри тырпул пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартнă

#владимирпутин

Владимир Путин "Çăкăр - пурин пуҫĕ" тесе Раҫҫейри тырпул пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартнă
Владимир Путин "Çăкăр - пурин пуҫĕ" тесе Раҫҫейри тырпул пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартнă

#владимирпутин
Раҫҫейри тӗштырӑ тухӑҫлӑхӗ хальхи условисенче чи пӗлтерӗшлӗ фактор шутланать, "çăкăр - пурин пуҫĕ" текен тӗп саккуна вара никам та пăрахăçламан, тенĕ сентябрӗн 27-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин уй-хир ӗҫӗсем мӗнле пыни ҫинчен канашлӑва пӗтӗмлетсе.
Ҫӗршывра тырпул пухас ӗҫ ӑнӑҫлӑ иртессе, кӗрхи тырӑ акас ӗҫĕн кӑтартăвĕсем лайӑх пуласса Президент шанса каланă, мӗншӗн тесен "ун валли сăлтавсем пур".
Сентябрӗн 21-мӗшӗнче Путин Раҫҫейри тӗштырӑ тухӑҫлӑхӗ кӑҫал 140 млн тоннăран та иртме пултарни ҫинчен каланă.
Сентябрӗн 15-мӗшӗнче Раҫҫейре кӑҫал тӗштырӑ тухӑҫлӑхӗ пӗлтӗрхинчен ҫӳлерех пулни тата ҫӗршыва халех кирлĕ чухлĕ туллин тивӗҫтерни паллӑ пулнă. Кун çинчен "Известия" хаçата Ялхуçалăх министерствинче пӗлтернĕ.
"Известия" хаçатăн социалла сетьри страницинчен.
Сăнӳкерчӗкĕ: ИЗВЕСТИЯ/Александр Полегенько.

Владимир Путин "Çăкăр - пурин пуҫĕ" тесе Раҫҫейри тырпул пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартнă
Владимир Путин "Çăкăр - пурин пуҫĕ" тесе Раҫҫейри тырпул пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: