Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
30 Сентябрӗн 2022, 18:57

Ферма патӗнче рулон куписем ӳсеҫҫӗ

Ку фермӑра кун чухлӗ утӑ, улӑм нихҫан та пулман!

Ферма патӗнче рулон куписем ӳсеҫҫӗ
Ферма патӗнче рулон куписем ӳсеҫҫӗ


Çирĕклĕри МТФ-ра Ринат Вахитовӑн хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн выльӑх-чӗрлӗхне усрама хатӗрленеҫҫӗ
Мӑйракаллӑ шултра выльӑхсен йышӗ паян Çирĕклĕри МТФра чылай. Кунта пĕтĕмпе 482 пуҫ пулӗ. Хуҫалӑх вӑрах хӗл каҫма лайӑх хатӗрленнӗ. Пӗтӗмпе 1100 тонна утӑ, 850 тонна улӑм тата 1100 тонна силос хатӗрленӗ.
— Улӑм тюкĕсене МТФна уй-хиртен турттаратпӑр, - тет Вячеслав Ильмурзин, Çирĕклĕри хуҫалӑхăн уй-хирӗсенче ӗҫ мӗнле пынине тӗрӗслесе тӑраканскер. — Рулонсене нумай ялхуҫалӑх техникипе темиçе çул ĕҫлекен механизатор Байтимер Ямалетдинов тиет. КАМАЗ автомобильпе опытлӑ механизатор Андрей Родионов рулонсене турттарать. Пӗр рейспа вӑл фермӑна 70 рулон таран турттарса килме пултарать. Ку фермӑра кун чухлӗ утӑ, улӑм нихҫан та пулман! Шутлатпӑр та пăтрашсса каятпăр: вӗсем тӑватӑ пине яхӑн. Ялхуҫалӑх ӗҫӗсем уй-хирте малалла пыраҫҫӗ. 270 гектар лаптӑкра ырашпа тритикале акатпӑр.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир Смолов.

Ферма патӗнче рулон куписем ӳсеҫҫӗ
Ферма патӗнче рулон куписем ӳсеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: