Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
17 Октябрӗн 2022, 20:35

Пушкӑртстанӑн тытмалла мар сахӑр запасĕ пулмалла - Радий Хабиров

Кун ҫинчен Радий Хабиров кашни эрнере иртекен ЦУРти Пушкӑртстан правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче пӗлтернӗ.

Пушкӑртстанӑн тытмалла мар сахӑр запасĕ пулмалла - Радий Хабиров
Пушкӑртстанӑн тытмалла мар сахӑр запасĕ пулмалла - Радий Хабиров

Республикӑн тӗрлӗ самантсенче сахӑрӑн тытмалла мар запасӗ пулмалла. Кун ҫинчен Радий Хабиров кашни эрнере иртекен ЦУРти Пушкӑртстан правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче пӗлтернӗ.
"Пирӗн пасар яланах сахӑрпа тулли пулмалла, эпир ӑна тума пултаратпӑр. Сахӑр производстви пысӑк технологиллӗ шутланать, ҫавӑнпа та пирӗн Раевкăри тĕп сахӑр заводне малалла ҫӗнетмелле", - тенӗ Радий Хабиров.
"Кӑҫал эпир 275 пин тонна сахӑр туса кăларатпăр, пире вара 90 пин тонна кирлӗ. Кӑҫал 44 пин гектар лаптăкра сахӑр кӑшманӗ акнă, тепӗр ҫул 50 пин гектар планлатпӑр", - ӑнлантарнă вице-премьер - ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазраханов.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.

Пушкӑртстанӑн тытмалла мар сахӑр запасĕ пулмалла - Радий Хабиров
Пушкӑртстанӑн тытмалла мар сахӑр запасĕ пулмалла - Радий Хабиров
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: