Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
17 Октябрӗн 2022, 20:46

Пушкӑртстанра хӗвелҫаврӑнӑш йышăнакан лаптӑкӑн виҫҫӗмӗш пайне пухнӑ

Чи лайӑх тухӑҫлӑх Дюртюли, Гафури, Стерлитамак, Илиш, Кармаскалă районӗсенче - гектар пуçне 20 центнер тата ытларах.

Пушкӑртстанра хӗвелҫаврӑнӑш йышăнакан лаптӑкӑн виҫҫӗмӗш пайне пухнӑ
Пушкӑртстанра хӗвелҫаврӑнӑш йышăнакан лаптӑкӑн виҫҫӗмӗш пайне пухнӑ

Пушкӑртстанра ҫу культурин тӗп культурине -хӗвелҫаврӑнӑша пухса кӗртес ӗҫ малалла пырать. Регионта ҫак культура йышӑнакан 303 пин гектартан октябрӗн 14-мӗшӗ тӗлне 98 пин гектара е 32 процента яхӑн пухнӑ. Кун пирки Пушкӑрт Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Хĕвелçаврăнăшăн тупăшĕ 143 пин тонна тырпул, унăн тухӑҫлӑхӗ гектар пуçне 14 центнер ытла. Альшей тата Стерлитамак районӗсен хуҫалӑхӗсем хӗвелҫаврӑнӑш вӑрлӑхне пухас енӗпе малта пыраççĕ, 17 пин те 15 пин тонна авӑн ҫапнӑ. Чи лайӑх тухӑҫлӑх Дюртюли, Гафури, Стерлитамак, Илиш, Кармаскалă районӗсенче - гектар пуçне 20 центнер тата ытларах.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстан Ялхуҫалӑх министерстви.

Пушкӑртстанра хӗвелҫаврӑнӑш йышăнакан лаптӑкӑн виҫҫӗмӗш пайне пухнӑ
Пушкӑртстанра хӗвелҫаврӑнӑш йышăнакан лаптӑкӑн виҫҫӗмӗш пайне пухнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: