Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
24 Октябрӗн 2022, 20:28

Пушкӑртстанра юсав предприятийӗсем ялхуҫалӑх техникин 2 пин ытла запас пайне кӑларассине алла илнĕ

Виҫӗ ҫул хушшинче ку енӗпе республика бюджетӗнчен 200 млн тенке яхӑн субсиди тӳленӗ.

Пушкӑртстанра юсав предприятийӗсем ялхуҫалӑх техникин 2 пин ытла запас пайне кӑларассине алла илнĕ
Пушкӑртстанра юсав предприятийӗсем ялхуҫалӑх техникин 2 пин ытла запас пайне кӑларассине алла илнĕ

Пушкӑртстан Республикинчи юсав предприятийӗсем ҫӗнӗ запас пайĕсем туса хатӗрлемелли тата ялхуҫалӑх техникин кивелнӗ деталĕсене юсамалли технологисене хӑнӑхса ҫитнĕ.
Ҫакна та палӑртмалла: линейкӑра импорт техники валли хатӗрленӗ детальсем те сахал мар. Паян кун пек детальсен ассортименчӗ 2 пин ятпа ялхуҫалӑх техникин 42 тӗсӗпе танлашать.
ПР Правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров каланӑ тӑрӑх, запас пайсене малтанах импорта улӑштарма пуҫланӑ республикӑри 34 предприятие явӑҫтарнă. Вӗсемпе хальхи ял хуҫалӑх техникине, ҫав шутра ют ҫӗршыври тӗштырӑ пухса кӗртекен комбайнсен запас пайӗсен пысӑк номенклатурине туса хатӗрлемелли технологисене алла илнӗ. Ку процесра пирӗн регионти АПК техникин модернизацийӗн программи пысӑк вырӑн йышӑннă, ун шайӗнче юсав предприятийӗсен производство ӗҫ-хӗлӗ валли оборудовани туянма тӑкаксен 40 процентне тавăрса параççĕ. Виҫӗ ҫул хушшинче ку енӗпе республика бюджетӗнчен 200 млн тенке яхӑн субсиди тӳленӗ.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра юсав предприятийӗсем ялхуҫалӑх техникин 2 пин ытла запас пайне кӑларассине алла илнĕ
Пушкӑртстанра юсав предприятийӗсем ялхуҫалӑх техникин 2 пин ытла запас пайне кӑларассине алла илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: