Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
25 Октябрӗн 2022, 16:52

Ялхуçалăх управленийĕнче туслă коллектив тăрăшать

Ял ӗҫченӗсем пӗлеҫҫӗ: пӗр ялхуҫалӑх ҫулӗ те ҫӑмӑл пулмасть.

Ялхуçалăх управленийĕнче туслă коллектив тăрăшать
Ялхуçалăх управленийĕнче туслă коллектив тăрăшать

Пишпÿлек районĕнчи ял хуҫалӑх управленийӗнче хальхи вӑхӑтра 14 специалист ӗҫлет. Ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ҫакна калама пулать: коллектив ӗҫлеме пултаракан, йӗркеллӗ, кашни специалист хӑйӗн ҫул-йӗрӗшӗн явап тытать. Районта ял хуҫалӑхӗпе 22 ялхуҫалӑх организацийӗ, харпӑрлӑхӑн тӗрлӗ формиллĕ, 73 хресчен (фермер) тата харпӑр хӑй хушма хуҫалӑхӗсем тӑхӑр пине яхӑн ӗҫлеҫҫӗ.

Ял ӗҫченӗсем пӗлеҫҫӗ: пӗр ялхуҫалӑх ҫулӗ те ҫӑмӑл пулмасть: е ытлашши юшкӑн, е типӗ ҫанталӑк тата ытти лару-тӑру. Анчах, кӑткӑс пулин те, кӑҫал ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем умне лартнӑ задачӑсене пурнӑҫлама пурне те тунӑ. Паян шантарсах калама пулать: ял ӗҫченӗсемшӗн ялхуҫалӑх ҫулӗ ертӳҫӗсен, специалистсен вӑй-хӑвачӗпе тата хӑйсен ӗҫне, ҫӗр ӗҫченӗн ӗҫне юратакан тата хисеплекен ҫынсем тӑрӑшнипе ӑнӑҫлӑ пулчӗ, пире тӑрантаракан ҫӗр ҫине тирпейлӗ пӑхнине пула вăл йĕркеллĕ пырать.

Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ИВАНОВА.

Тĕплĕнрех "Светлый путь" хаçатра вулăр.

Ялхуçалăх управленийĕнче туслă коллектив тăрăшать
Ялхуçалăх управленийĕнче туслă коллектив тăрăшать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: