Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
27 Октябрӗн 2022, 15:02

Кашни ĕнине ятран пĕлет

Ольга Нестерова иккӗмӗш ҫул "Переработка" ООО дояркинче вӑй хурать.

Кашни ĕнине ятран пĕлет
Кашни ĕнине ятран пĕлет


Ольга Анатольевна хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен каласа пачĕ:
— Эпӗ Оренбург облаҫӗнче ҫуралнӑ. Ача чухне атте-аннесем Лысогоркӑна куҫнӑ. Вĕсем те  ӗмӗр тӑршшӗпех вырӑнти колхозра ӗҫленӗ. "Переработка" ОООра малтан тĕрлĕ ĕçсенче ӗҫлеме тытӑнтӑм, акӑ ӗнтӗ виҫӗ уйӑх дояркӑра ӗҫлетӗп. Манӑн ушкӑнра 35 ӗне, тата 10 ӗне пӑруламалла. Октябрӗн 22-мӗшӗнче ман ӗнесенчен пӗри кĕтÿрех  пӑруларӗ. Юрать-ха, выльӑх пӑхакансем тракторпа пӑрӑва илсе килчӗҫ, ӑна Мишка тесе ят патăмăр. Кашни ӗнене ятран, кашнинех ырӑ кӑмӑлпа пӑхнине пӗлетӗп. Доярка ӗҫӗ пирӗн атте-аннесеннинчен чылай ҫӑмӑлтарах, халӗ пурте  техника пулăшнипе ĕçлетпĕр.
Карина ИВАНОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Карина ИВАНОВА.

Кашни ĕнине ятран пĕлет
Кашни ĕнине ятран пĕлет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: