2021 ҫулхи октябрӗн 26-мӗшӗпе танлаштарсан, Пушкӑртстанри икӗ сахăр завочӗ виçĕ хут нумайрах сахӑр туса кăларнă, пӗлтернӗ ПР Ял хуçалăх министерствинче.
"Раевсахар" тӳпине 36,9 пин тонна продукци тивет, Чишма завочӗ 30,9 пин тонна кăларнă.
Икӗ предприяти те 443,5 пин тонна кӑшман ĕçлесе хатĕрленĕ. Тымарçимĕçсен ҫӗнӗ тухăçĕн сахӑрлӑхӗ 15,3 процентпа танлашать - пӗлтӗрхи шайпа танлашать.
Сахăр кăшман ÿстерекен ӑстасем тымарçимĕçе кăларса пӗтереҫҫӗ. Октябрӗн 26-мӗшӗ тӗлне 40,8 пин гектар е ҫак культура акнă лаптӑксен 92 процентне пухнӑ. Сахӑр кӑшманӗн пӗтӗмӗшле тухăçĕ 1,226 млн тоннăпа танлашать, тухӑҫлӑхӗ - гектар пуçне 300,3 ц . Кӑшман акакан 19 районтан тăххăрăшĕ пуҫтарса пĕтернĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР Ял хуçалăх министерстви.