А.Н. Милютинăн хресчен хуçалăхĕн склад заведующийӗ Надежда Поликарпова ӗҫчен те сӑпайлă. Надежда Ивановна ӗмӗр тӑршшӗпех ялхуҫалӑх отраслӗнче ӗҫленӗ, ҫавӑнпа ял ӗҫченӗн пӗтӗм йывӑрлӑхне пĕлет.
— Пăслăкра ҫуралса ӳснӗ, пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн тӑван яла таврӑннӑ. Колхозра бухгалтерта нумай вӑхӑт ӗҫлерӗм. Юлашки виҫӗ ҫул Александр Николаевич патӗнче завскладра ӗҫлетӗп. Мӑшӑрпа икӗ ывӑлпа хӗр ҫитӗнтернӗ. Упӑшки кунтах механизаторта ӗҫлет, хӗвелҫаврӑнӑш пуҫтарать. Эпир - совет воспитанийӗн ҫыннисем, ӗҫсӗр ларма пултараймастпӑр, ӗҫе хӑнӑхнӑ. Ӗҫре кунӗпех сакӑр сехетрен пуҫласа ҫичӗ сехетчен ирттеретпӗр, килте пысӑк хуҫалӑх кӗтет, - васкаса каласа пачӗ Надежда Ивановна.
— Надежда Ивановна - универсаллă ĕçчен. Вӑл яваплӑ, ӗҫчен, хӑйӗн ӗҫӗсӗр пуҫне техникӑна заправка тăвать, поварсене пулăшма ĕлкĕрет, пулӑшать. Нихҫан та ӗҫсӗр лармасть, - хушса хучӗ хуҫалӑх ертӳҫи Александр Милютин.
Карина ИВАНОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Карина ИВАНОВА.