-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Ялхуҫалӑха пулӑшу парасси ҫав калӑпӑшрах малалла пырать, - тенӗ Пушкӑртстан правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров.
"Ноябрӗн 2-мӗшӗнче ял хуҫалӑх ӗҫченӗн кунне паллӑ турӑмӑр. Ял ҫыннисем кӑҫал ҫав тери лайӑх ӗҫлерӗҫ пулсан, вӗсене тивӗҫлипе саламламалла, тав тумалла. Эпӗ унта тухса калӑп, патшалӑх пулӑшӑвӗн мерисене маларахри калӑпӑшпах тӳлĕпӗр. Ҫак кунсенче хуҫалӑх ертӳҫисемпе калаҫрӑм, вӗсем патшалӑх пулӑшӑвӗ чӑнах та питӗ пулӑшать, малалла кайма май парать, теҫҫӗ", - палӑртнă Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.