Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Ял хуçалăхĕ
14 Ноябрӗн 2022, 15:14

Пушкӑртстанри ял хуҫалӑхсем вунă миллиарда яхӑн тенкĕлĕх техникӑпа пуянланнă

Палӑртнӑ тӑрӑх, 448 единица техника 2,8 миллиард тенкӗлӗх пушкӑрт аграрийӗсем "Росагролизинг"АО ҫӑмӑллӑхлӑ программисемпе туяннӑ.

Пушкӑртстанри ял хуҫалӑхсем вунă миллиарда яхӑн тенкĕлĕх  техникӑпа пуянланнăПушкӑртстанри ял хуҫалӑхсем вунă миллиарда яхӑн тенкĕлĕх  техникӑпа пуянланнă
Пушкӑртстанри ял хуҫалӑхсем вунă миллиарда яхӑн тенкĕлĕх техникӑпа пуянланнă

Пушкӑрт аграрийӗсем вунă уйӑх хушшинче 2590 единица техника вунă миллиарда яхӑн тенкӗлĕх туяннӑ.
"Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермерсем 341 трактор, 140 тӗштырӑ пухса кӗртмелли тата 47 самоходнӑй комбайн, 51 самоходнӑй опрыскиватель, акмалли машинӑсемпе хатĕрсем тата ытти тӗрлӗ техникӑн 740 единици туяннă, - пӗлтернӗ ПР правительствин премьер-министрӗн заместителӗ - ялхуҫалӑх министрĕ Ильшат Фазрахманов. — Апла пулсан, техникӑна туянмалли плана кӑҫал тултарнă тесе шутлатпӑр. Ҫакӑ агротехнологи мероприятийӗсене кирлӗ вӑхӑтра ирттерме тата лайӑх тухӑҫ илме май парать".
Палӑртнӑ тӑрӑх, 448 единица техника 2,8 миллиард тенкӗлӗх пушкӑрт аграрийӗсем "Росагролизинг"АО ҫӑмӑллӑхлӑ программисемпе туяннӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: "Башинформ" ИА архивĕ.

Пушкӑртстанри ял хуҫалӑхсем вунă миллиарда яхӑн тенкĕлĕх  техникӑпа пуянланнă
Пушкӑртстанри ял хуҫалӑхсем вунă миллиарда яхӑн тенкĕлĕх техникӑпа пуянланнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас