Хуçалăх мĕнле йĕркеленсе кайни, пирвайхи утăмсем тата малашнехи плансем, унти ĕçченĕсем çинчен хуçалăх ертÿçи Сергей Квинтильянович Михайлов каласа пачĕ.
Паян "Агрофирма "Родник" ООО районти ытти ял хуҫалӑх предприятийӗсен хушшинче тивӗҫлипе курӑнать. Ӳсентӑран ӗрчетекен хуҫалӑхра 2000 гектар ытла ҫӗр шутланать. Кунта ҫулсеренех пысăк тырпул тухӑҫне акса ӳстереҫҫӗ — урпа, кӗрхи ыраш, кӗрхи кӗрхи тулӑ, ҫурхи сӗлӗ. Пысӑк площадьсенче ҫулсерен фирма хуратулĕ ҫитӗнтереççĕ. Ҫанталӑк кӑткӑс пулсан та, хуçалăхра рекордлӑ тырпул пухнӑ – кашни гектартан 33,5 центнер тӗштырӑ культури тухнӑ. Ку Пишпÿлек районӗнчи тата республикӑри тырпул тухӑҫлӑхӗн чи лайӑх кӑтартӑвӗсенчен пӗри пулнӑ! Тӗштырӑ культурисене пĕтĕмпе 51 300 центнер пухса кĕртнĕ.
Тĕплĕнрех статьяна «Светлый путь» хаçатра вулăр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Сергей Михайловăн архивĕнчен тата Владимир СМОЛОВĂН.