Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
21 Ноябрӗн 2022, 21:06

Ермекей районӗнче "Семено-Макарово" выльӑх-чӗрлӗх комплексне тӑвас ӗҫ вӗҫленнӗ

Ҫакӑн ҫинчен Радий Хабиров хӑйӗн социаллă сетьри страницинче пӗлтернӗ.

"ЭкоНива" холдинг пурнӑҫланӑ сӗт-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫри пысӑк проектӑн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 3,1 миллиард тенкӗрен те иртнӗ. Выльӑх-чӗрлӗх комплексӗнче 128 ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ, вӗсенчен ҫуррине 40 ҫултан кӗҫӗнрех ӗҫченсене ӗҫе вырнаҫтарнӑ.
"Семено-Макарово" сӗт-ҫу ферминче талӑкра 2800 ӗнерен 87 тонна сӗт суса илеççĕ ӗнтӗ.
- Ку проекта 2019 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче "Инвестчасра" тишкернӗ, компани выльӑх-чӗрлӗх тата оборудовани туянма налук преференцийӗсемпе субсидисем илнӗ, - аса илтернӗ Радий Хабиров. - Пилӗк ҫул каялла республикӑра хальхи сӗт-ҫу комплексӗсем ҫав тери хӑватлӑ ӗҫлесе илессине тавҫӑрса илме йывӑр пулнӑ.
"МГ" информацийĕпе.

Ермекей районӗнче "Семено-Макарово" выльӑх-чӗрлӗх комплексне тӑвас ӗҫ вӗҫленнӗ
Ермекей районӗнче "Семено-Макарово" выльӑх-чӗрлӗх комплексне тӑвас ӗҫ вӗҫленнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: