Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
24 Ноябрӗн 2022, 21:54

Пушкӑртстанра эрне хушшинче тата вунă пин тонна сахӑр тунӑ

Тымарçимĕçсене пӗтӗмӗмпе 1,39 млн тонна яхӑн пухнă, вӑтам тухӑҫлӑх – 309 ц/га.

Пушкӑртстанра эрне хушшинче тата вунă пин тонна сахӑр тунӑ
Пушкӑртстанра эрне хушшинче тата вунă пин тонна сахӑр тунӑ

Регионта ҫӗнӗ тухăç кӑшманӗнчен 110 пин тонна шурӑ сахӑр кӑларнӑ.
Пушкӑртра хӑйсен чӗртаварӗнчен сахӑр туса кӑларасси малалла пырать. Оперативлӑ даннӑйсем тӑрӑх, ноябрӗн 23-мӗшӗ тӗлне республикӑри икӗ завод 714 пин тонна тымарçимĕçе тирпейленĕ тата 110 пин тонна сахӑр тунӑ. "Раевсахар" тӳпине 56 пин ытла продукт, Чишма заводне – 53 пин тонна, ПР Ял хуçалăх министерстви пӗлтернӗ.
Кӑҫалхи аграри сезонӗнче регионта сахӑр кӑшманӗ 44 пин гектар лаптӑкра ҫитӗнтернӗ. Тымарçимĕçсене пӗтӗмӗмпе 1,39 млн тонна яхӑн пухнă, вӑтам тухӑҫлӑх – 309 ц/га.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР Ял хуçалăх министерстви.

Пушкӑртстанра эрне хушшинче тата вунă пин тонна сахӑр тунӑ
Пушкӑртстанра эрне хушшинче тата вунă пин тонна сахӑр тунӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: