Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
25 Ноябрӗн 2022, 21:33

Пушкӑртстан АПКри вак тата вӑтам бизнеса пулӑшма ҫулсерен 600 миллион тенкӗ уйӑрать

Республикӑра 400 яхӑн ял хуҫалӑх кооперативӗсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсем хушшинче ӑнӑҫлӑ ӗҫлекенсем сахал мар.

Пушкӑртстан АПКри вак тата вӑтам бизнеса пулӑшма ҫулсерен 600 миллион тенкӗ уйӑрать
Пушкӑртстан АПКри вак тата вӑтам бизнеса пулӑшма ҫулсерен 600 миллион тенкӗ уйӑрать

Пушкӑртри агропромышленноҫ комплексӗнче вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсем ҫулсеренех патшалӑх пулӑшӑвӗ 600 млн тенке яхӑн илеҫҫӗ. Ҫакӑн пек даннӑйсене ПР премьер-министрӗн заместителӗ ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов ПР ял хуҫалӑх кооперативӗсен III съездне пӗтӗмлетнĕ май тухса каланӑ. Кун пирки республика правительствин пресс-служби пӗлтерет.
Пулӑшу, тӗпрен илсен, федерацин "Агростартап", "Агротуризм", "Ҫемье ферми" программисен шайӗнче пырать, кунсӑр пуҫне кооперативсене субсидилеҫҫӗ. Республикӑра 400 яхӑн ял хуҫалӑх кооперативӗсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсем хушшинче ӑнӑҫлӑ ӗҫлекенсем сахал мар.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: "Башинформ" ИА архивӗ.

Пушкӑртстан АПКри вак тата вӑтам бизнеса пулӑшма ҫулсерен 600 миллион тенкӗ уйӑрать
Пушкӑртстан АПКри вак тата вӑтам бизнеса пулӑшма ҫулсерен 600 миллион тенкӗ уйӑрать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: