Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
30 Ноябрӗн 2022, 10:55

Пушкӑртстанра туса кăларнă ял хуҫалӑх продукцийӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 25 процента ӳснӗ

Паянлӑха ӑна 258,3 млн доллар е планланинчен 9,3 процент ытларах экспортланӑ.

Пушкӑртстанра туса кăларнă ял хуҫалӑх продукцийӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 25 процента ӳснӗ
Пушкӑртстанра туса кăларнă ял хуҫалӑх продукцийӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 25 процента ӳснӗ

Пушкӑрт хуҫалӑхӗсен 2022 ҫулхи 10 уйӑхра пӗтӗм категорийӗпе ял хуҫалӑх продукцийӗн производствин калӑпӑшӗ 219,16 миллиард тенкӗпе танлашнӑ, ку пӗлтӗрхи тивӗҫлӗ тапхӑртан 24,9% ҫӳлерех. Ҫав хушӑрах ӳсентӑран ӳсӗмӗнче производство ӳсӗмӗ 53,7 процентпа танлашнӑ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре - 0,4%. Кун пирки Пушкӑрт правительствин пресс-служби пӗлтерет.
Ӳсентӑран ҫитӗнтерес ӗҫри пысӑк кӑтартусене ҫанталӑк условийӗсемпе кӑна мар, отрасль специалисчӗсен компетенцийӗсене ӳстернипе, ҫӗнӗ технологисене алла илнипе, минераллӑ удобренисемпе усӑ курассипе тата ытти факторсемпе ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Отрасльте ял хуҫалӑх техникине хастар ҫӗнетеҫҫӗ, инвесторсен хастарлӑхӗ ӳсет. Сӑмахран, кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 7,329 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Санкцие пӑхмасӑрах Пушкӑрт АПК продукцийӗн экспорчӗ ӳсет. Паянлӑха ӑна 258,3 млн доллар е планланинчен 9,3 процент ытларах экспортланӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР Ял-хуçалăх министерстви.

 

Пушкӑртстанра туса кăларнă ял хуҫалӑх продукцийӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 25 процента ӳснӗ
Пушкӑртстанра туса кăларнă ял хуҫалӑх продукцийӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 25 процента ӳснӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: