Çутă çул
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Ял хуçалăхĕ
1 Декабрӗн 2022, 06:15

Пушкӑртстанри ял хуҫалӑх продукцийӗн сутлăх хакӗсем ҫулталӑкра пĕр процента ÿснĕ

Октябрьте инфляци апат-ҫимӗҫ секторӗнче ҫулталӑкпа палӑртсан 12,9 процентпа танлашнӑ.

Пушкӑртстанри ял хуҫалӑх продукцийӗн сутлăх хакӗсем ҫулталӑкра пĕр процента ÿснĕПушкӑртстанри ял хуҫалӑх продукцийӗн сутлăх хакӗсем ҫулталӑкра пĕр процента ÿснĕ
Пушкӑртстанри ял хуҫалӑх продукцийӗн сутлăх хакӗсем ҫулталӑкра пĕр процента ÿснĕ

Октябрьте инфляци апат-ҫимӗҫ секторӗнче ҫулталӑкпа палӑртсан 12,9 процентпа танлашнӑ.
2021 ҫулхи октябрь уйӑхӗпе танлаштарсан, тырӑ хакӗсем 16,7% чакнӑ. Ҫӗрулми - 37,2%.
Пахча ҫимӗҫ туса илекенсен хакӗсем ҫулталӑка 41% ӳснĕ (сентябрь тӗлне 56%).
Кӑшман ӗрчетекенсем сахӑр кӑшманне тирпейлекенсене паракан хаксен индексӗ 58% ӳснӗ.
Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен продукцирен сӗт хакӗсен (+23,7%) чи пысӑк ӳсӗм. Чӑх-чӗп фабрикисем ҫӑмартана 2021 ҫулхи октябрь уйӑхӗн хакӗпе танлаштарсан, 10,2 процента йÿнетнĕ.
Мăйракаллă шултра выльăха 11,8 процент хаклăрах сутаççĕ, ҫавӑн пекех чӑх - 11,3% ÿснĕ, сысна вара 6,2% йӳнелнĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанри ял хуҫалӑх продукцийӗн сутлăх хакӗсем ҫулталӑкра пĕр процента ÿснĕ
Пушкӑртстанри ял хуҫалӑх продукцийӗн сутлăх хакӗсем ҫулталӑкра пĕр процента ÿснĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас