2022 ҫулта Пушкӑрт Ял хуҫалӑх министерстви агропромышленноҫ комплексне кӗске вӑхӑтлӑх кредитлеме 933,4 млн тенкӗлĕх субсиди лимитне палӑртнӑ. Ку регион правительствинче палӑртнӑ тăрăх, пӗлтӗрхинчен 2,6 хут нумайрах.
"Кӑҫалхи декабрь пуҫланнӑ тӗле республикӑри аграрисене 23,9 миллиард тенкӗ калӑпӑшпа ҫӑмӑллӑхлӑ кредит валли 730 заявка ырланӑ," - пӗлтернӗ Пушкӑрт правительствин вице-премьерӗ ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов.
Ҫав хушӑрах, Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствин даннӑйӗсем тӑрӑх, пӗтӗм ҫӗршыв аграрийӗсене сезон уй-хир ӗҫӗсене ирттерме 1,03 трлн тенкӗлӗх кредит панӑ.
Аса илтеретпӗр, ҫӑмӑллӑхлӑ кредит программи АПК организацийӗсем процент ставкипе — 1 процентран пуҫласа 5 процент таран — кредит илме палӑртаҫҫӗ. Ӑна компенсацилеме субсидисем патшалӑхран банксене тӳрремӗнех кӗреҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.