Çутă çул
+26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
13 Декабрӗн 2022, 15:40

Кӗрхи культурӑсен мониторингӗ мӗн кӑтартрӗ?

Районта кĕрхи культурăсен шайне палăртакан мониторинг иртнĕ.

Кӗрхи культурӑсен мониторингӗ мӗн кӑтартрӗ?
Кӗрхи культурӑсен мониторингӗ мӗн кӑтартрӗ?

Мониторинг даннăйĕсем тӑрӑх, пирĕн районта кӗрхи культурӑсен шайне лайӑх хакламалла, юр сийĕн ҫӳллӗшӗ 10 см пуҫласа 12 см таран, сухаланă çĕр сийӗ шӑнса ларнин тарӑнӑшӗ 12 см таран пуҫласа 15 см, пӑр сийӗ 0,8 мм хулӑнӑш сийпе танлашать.

Ноябрь уйӑхӗнче иртнӗ ҫумӑрсем кӗрхи культурӑсене тимлеме ыйтаççĕ. Ҫӗр ҫийӗнчи пӑр хуппи кӗрхи культурӑсен сывлӑш ҫаврӑнӑшне пӑсать, ӳсентӑрансене сиенлетет. Яланхи пекех, сывлӑш температури хӑвӑрт улшӑннӑ чухне, юр çителĕклĕ витӗнмен чухне, пӑрлӑ ҫумӑрсем ҫунӑ чухне, ҫурхи шыв ҫӗр ҫийӗнче темиҫе хут ирӗлсе шӑнса ларсан пулать. Пӑрпа кӗрешме механика меслечӗпе усӑ курмалла.

Кӗрхи тӗштырӑ культурисем юр айне тĕмĕленнĕ вăхăтра пулчĕç. Тĕмĕленнин тĕввин температури 1,5 градуспа танлашать, ку агротехника требованийӗсен норми шутланать.

Пушкӑртстан Республикинчи Россельхозцентрӑн филиалӗн Пишпÿлек пайӗн специалисчӗсем 9,250 пин гектар лаптăкри кӗрхи культурӑсем лайӑх шайра (84%), 1,560 пин гектар начар мар (14 процент) тата 1,92 пин гектар начар шайра (2%) пулнине палӑртаҫҫӗ.

Флорид ИСЛАМОВ,

Пушкӑртстан Республикинчи Россельхозцентрӑн филиалӗн Пишпÿлек пайӗн начальникĕ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Флорид Исламов.

 

Кӗрхи культурӑсен мониторингӗ мӗн кӑтартрӗ?
Кӗрхи культурӑсен мониторингӗ мӗн кӑтартрӗ?
Кӗрхи культурӑсен мониторингӗ мӗн кӑтартрӗ?
Кӗрхи культурӑсен мониторингӗ мӗн кӑтартрӗ?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: