+3 °С
Уҫҫӑнах
Раҫҫей аграрийӗсем 2023 ҫулта производствӑна аталантарма, ака-суха ӗҫӗсене ирттерме тата кулленхи ӗҫ-хӗле пулӑшма кирлӗ ҫӑмӑллӑхлӑ кредитованипе усӑ курма пултараҫҫӗ. Ҫак тӗллевсем валли 5 миллиард тенкӗ хушма яма йышӑннӑ, пӗлтернӗ РФ правительствин пресс-службинче.
Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗ Россельхозбанкӑн устав капиталне кӗрӗ, вӑл АПК тӗп кредиторӗ пулса тӑрать.
Бюджет инвестицийӗсем банкӑн заемсене памалли калӑпӑша, ҫав шутра ҫӑмӑллӑх программисен шайӗнче процент ставкине субсидилессипе ҫыхӑннӑ калӑпӑша ӳстерме май параҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.