Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрнинче аграри отраслӗнче инвестици проекчӗсене пурнӑҫлама палӑртнӑ килӗшӳсемпе кредит договорӗсем нумай алӑ пуснӑ. Сӗт-ҫу туса илес ӗҫре пурнӑҫлакан проектсенчен пӗри кӑна пасара 115 тонна ытла сӗт тăратма май парать.
ВТБ банкӗпе кредит договорӗ ҫине алӑ пусма икӗ ҫул кайнă, - ӑнлантарнă Калинин ячĕллĕ МТК ООО директорӗ Николай Коваленко. Вӑл Стерлитамак районӗнчи Южный поселок ҫывӑхӗнче тӑвакан сӗт комплексне хăйне евӗрлӗ тесе каланă.
Николай Коваленко каланӑ тӑрӑх, сӗт-ҫу выльăх-чĕрлĕхне ӗрчетес енӗпе инвестици проектне 3 миллиард тенкӗрен ытла кредит договорӗ пурнӑҫлама май парать. Республикӑра халиччен пулман технологиллĕ интереслĕ проект: 3,5 пин фураж ӗни моноблокра вырнаҫӗҫ, пӗчӗк корпуссем тата ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетмелли площадка пулӗ. Сӑвакан зал пур ӗнтӗ пирӗн. Эпир ВТБ банкӗпе пӗрле икӗ ҫул тӗрлӗ модельсем туса хатӗрлерӗмӗр, технологисене тӗпчерӗмӗр, вара, пирӗн шутпа, инвестпроекта вӑхӑтра пурнӑҫлама тата кӗске вӑхӑтра кредита тӳлеме май паракан тухӑҫлӑ вариант тупрӑмӑр.
Пушкӑрт ВТБ управляющийӗ Станислав Морилов ял хуҫалӑхӗнче проектсем пурнӑҫланнине палӑртнӑ, анчах хальхи договор регион аграри сферинче кредит учрежденийӗшӗн чи пысӑк договор.
"МГ" информацийĕпе.