Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
20 Декабрӗн 2022, 12:15

2030 ҫул тӗлне Пушкӑртстанра 50 индустри сӗт-ҫу ферми ӗҫлӗ

Паян 18 индустри фермин проекчӗсене активлӑ пурнӑҫланӑ, объектсен пӗр пайне хута янӑ.

2030 ҫул тӗлне Пушкӑртстанра 50 индустри сӗт-ҫу ферми ӗҫлӗ
2030 ҫул тӗлне Пушкӑртстанра 50 индустри сӗт-ҫу ферми ӗҫлӗ


Пушкӑртстан Республикинче индустри сӗт-ҫу фермисен шутне 2030 ҫул тӗлне 50 таран ӳстермелле, ҫакӑ республикӑна ҫеҫ мар, 500 ҫухрӑмри кӳршӗ регионсен рынокӗсене те сӗтпе тивӗҫтерме май парать, кун пирки ПР правительствин премьер-министрӗн ҫумӗ - ялхуçалăх министерĕ Ильшат Фазрахманов Ермекей районӗнчи выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе зонӑри канашлура пӗлтернӗ, пӗлтернӗ Пушкӑрт ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби.
Фазрахманов каланӑ тӑрӑх, индустри фермисем сӗт туса илессин калӑпӑшне ӳстерме, пасара тӑрантма кӑна мар, индустри фермисене тивӗҫтерес тӗлӗшпе ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫе пӗтӗмӗшпе улăштарма те май параҫҫӗ.
ПР Пуҫлӑхӗн Радий Хабировăн сентябрьти указӗпе килӗшӳллӗн, 2024 ҫул тӗлне Пушкӑртра 21 ҫӗнӗ сӗт комплексӗ ӗҫлеме тытăнмалла. Паян 18 индустри фермин проекчӗсене активлӑ пурнӑҫланӑ, объектсен пӗр пайне хута янӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ" ИА архивӗ.

2030 ҫул тӗлне Пушкӑртстанра 50 индустри сӗт-ҫу ферми ӗҫлӗ
2030 ҫул тӗлне Пушкӑртстанра 50 индустри сӗт-ҫу ферми ӗҫлӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: