Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
11 Кӑрлач 2023, 10:45

Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн факторӗ: федерацин пӗрремӗш агрокластер пушкӑрт ҫыннисемшӗн мӗнпе пӗлтерӗшлӗ

Агрокластер мӗнпур сыпăксене – фермертан пуҫласа лавккана ҫити - пӗр рете пӗрлештерме май парать.

Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн факторӗ: федерацин пӗрремӗш агрокластер пушкӑрт ҫыннисемшӗн мӗнпе  пӗлтерӗшлӗ
Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн факторӗ: федерацин пӗрремӗш агрокластер пушкӑрт ҫыннисемшӗн мӗнпе пӗлтерӗшлӗ

2022 ҫулхи декабрӗн 27-мӗшӗнче Раҫҫей Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви Пушкӑрт республикинче тунӑ агропромышленноҫ кластерне федераци реестрне кӗртнӗ. Унӑн йышне Пушкӑртстанăн тата Оренбург облаҫӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ вунă предприяти, ҫавӑн пекех тăватă вӗренӳ тата технологи инфратытӑмне йӗркелесси кӗрет. Ҫак пулӑма отрасльшӗн паллӑ теме пулать, мӗншӗн тесен асӑннӑ кластер – ҫӗршывра пӗрремӗш. Вӑл производительсемпе ялхуҫалӑх продукцийӗн потребителӗсемшĕн, ӑна кашни кунах лавккасенче туянакансемшĕн усӑллӑ.
"Агрокластер мӗнпур сыпăксене – фермертан пуҫласа лавккана ҫити - пӗр рете пӗрлештерме май парать. Апат-ҫимӗҫ промышленноҫне тирпейлекен предприятисем импорт хатӗрӗсен - чӗртавар, материалсем, комплектлакан предприятисем ытти кластера хутшӑнакансем тӑвакан комплектсен шутне чакарма пултараҫҫӗ", - палӑртнӑ Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров.
ПР суту-илӳ тата пулӑшу ӗҫӗсен министрӗ Алексей Гусев каланӑ тӑрӑх, агрокластерӑн тӗп тӗллевӗ, Раҫҫей Промышленноҫпа суту-илӳ министерствин кластер программипе килӗшӳллӗн - ҫӗршыва ют ҫӗршывран импортлакан продукципе тивӗҫтерекен производствӑсене хута яма пулӑшасси. Предприятисем федераци субсидийӗсем илме пултараҫҫӗ, вӗсен инвестпроекчӗсене регион шайӗнче приоритетлӑ йышӑнӗҫ тата пурнӑҫламалли пур шайра та тивӗҫлӗ пулӑшу илӗҫ. Импорта улӑштармалли проектсем пурнӑҫлакан кластера хутшӑнакансем кӑҫалах Промышленноҫпа суту-илӳ министерствин ҫӑмӑллӑхлӑ кредит программине шанма пултараҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Радий Хабировăн телеграм-каналĕ.

 

Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн факторӗ: федерацин пӗрремӗш агрокластер пушкӑрт ҫыннисемшӗн мӗнпе  пӗлтерӗшлӗ
Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн факторӗ: федерацин пӗрремӗш агрокластер пушкӑрт ҫыннисемшӗн мӗнпе пӗлтерӗшлӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: