Пушкӑрт ял хуҫалӑх ҫамрӑк специалисчӗсем 500 пинрен пуҫласа 750 пин тенкӗ таран патшалӑх пулӑшӑвне илме конкурса хутшӑнма, агропромышленноҫ комплексӗн кадр вӑй-хӑватне пулӑшас енӗпе республика программи шайӗнче пулӑшу илме пултараҫҫӗ, тесе пӗлтернӗ ПР ял хуҫалӑх министерстви.
Аса илтеретпӗр, 2023 ҫултан пуҫласа ҫын пуҫне 500 пинрен пуҫласа 750 пин тенкӗ таран пулӑшу укҫи ӳснӗ. Конкурса хутшӑнакансен Пушкӑрт Республикинчи агропромышленноҫ комплексӗн организацийӗсенче вӑй хумалла. Заявлени тата суйлама кирлӗ документсене 2023 ҫулхи январĕн 16-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗшĕччен ПР Ял хуҫалӑх министерствин наукӑпа вӗренӳ учрежденийӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлекен пайĕнче йышăнаççĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР правительствин сайчӗ.