Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
18 Кӑрлач 2023, 13:05

Пушкӑртстана документсемсĕр тата килӗшӳсӗр шултра мăйракаллă выльăх илсе килнӗ

Надзор ведомстви уйрӑм ҫынна ветеринари енӗпе обязательнӑй требованисене пурнӑҫлама асӑрхаттарнӑ.

Пушкӑртстана документсемсĕр тата килӗшӳсӗр шултра мăйракаллă выльăх илсе килнӗ
Пушкӑртстана документсемсĕр тата килӗшӳсӗр шултра мăйракаллă выльăх илсе килнӗ

Пушкӑртстана тивӗҫлӗ документсемсӗр мӑйракаллӑ шултра выльӑх (КРС) илсе килнӗ, пӗлтерет Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорӗн регионти управленийӗ. Надзор ведомствине йĕркене пӑсни ҫинчен Ишимбай районӗнчи ветеринари станцийӗнчен хыпар ҫитнӗ.
Ветеринари надзорӗн специалисчӗсем Кинзябулатово ялӗнче уйрăм çын мӑйракаллӑ шултра выльӑх илсе килнине палӑртнӑ, ҫакӑнпа пӗрлех вӑл ветеринари службипе хӑйӗн ӗҫне калаçса килӗштермен, илсе килмелли документсем те пулман. Надзор ведомстви уйрӑм ҫынна ветеринари енӗпе обязательнӑй требованисене пурнӑҫлама асӑрхаттарнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗ.

Пушкӑртстана документсемсĕр тата килӗшӳсӗр шултра мăйракаллă выльăх илсе килнӗ
Пушкӑртстана документсемсĕр тата килӗшӳсӗр шултра мăйракаллă выльăх илсе килнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: