Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
18 Кӑрлач 2023, 20:30

Пушкӑртстанра таварлă пыл туса илессин калӑпӑшӗ тăватă ҫул хушшинче 23% ӳснĕ

Юлашки икӗ ҫул хушшинче утарҫӑсене отрасле аталантарма каякан патшалӑх гранчӗсемпе субсидийӗсене 42 млн ытла тенкӗ уйӑрнӑ.

Пушкӑртстанра таварлă пыл туса илессин калӑпӑшӗ тăватă ҫул хушшинче 23%  ӳснĕ
Пушкӑртстанра таварлă пыл туса илессин калӑпӑшӗ тăватă ҫул хушшинче 23% ӳснĕ


Пушкӑртстанра хурт-кӑпшанкӑ ҫемйисем пуррипе Гафури тата Иглин районĕсем лидерсем пулса тӑраҫҫӗ, вӗсенче 19 пин хурт çемйи тытаççĕ, 600 тонна пыл туса илеҫҫӗ. 11 районта çиччĕрен пуҫласа вунă пин хурт вӗлли тытаççĕ. Республикӑри хурт-хӑмӑр ӗрчетес ӗҫе тăватă ҫул хушшинче таварлă пыл калӑпӑшӗ 23% ӳснӗ, пӗлтернӗ вице-премьер - ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов ЦУРти правительствăн кашни эрнере иртекен оперативлӑ канашлӑвӗнче.
Республикӑра "RegAgro" системӑра пыл хурчӗсене регистрацилес тата утар паспорчӗсене йӗркелес ӗҫ малалла пырать.
Юлашки икӗ ҫул хушшинче утарҫӑсене отрасле аталантарма каякан патшалӑх гранчӗсемпе субсидийӗсене 42 млн ытла тенкӗ уйӑрнӑ.
Республикӑра Пушкӑртстанри таса ӑратлӑ хура вӑрман хуртне – Тӗп ӑратлӑ ӑрӑва сыхласа хӑварасси тата ҫӗнетессине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-01-16/v-bashkirii-ob-em-proizvodstva-tovarnogo-meda-za-4-goda-uvelichilsya-na-23-3106943В

 

Пушкӑртстанра таварлă пыл туса илессин калӑпӑшӗ тăватă ҫул хушшинче 23%  ӳснĕ
Пушкӑртстанра таварлă пыл туса илессин калӑпӑшӗ тăватă ҫул хушшинче 23% ӳснĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: