Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
3 Нарӑсӑн 2023, 18:10

Шкул ачи-фермер: Пушкӑртстанра тӑххӑрмӗш класра вӗренекен кроликсемпе чӑхсем ӗрчетет

Дюртюлинчи 15 ҫулхи Аслан Султанов уроксем хыҫҫӑн тӳрех килне чупать.

Шкул ачи-фермер: Пушкӑртстанра тӑххӑрмӗш класра вӗренекен кроликсемпе чӑхсем ӗрчетет
Шкул ачи-фермер: Пушкӑртстанра тӑххӑрмӗш класра вӗренекен кроликсемпе чӑхсем ӗрчетет

Дюртюлинчи 15 ҫулхи Аслан Султанов уроксем хыҫҫӑн тӳрех килне чупать. Унӑн тантӑшӗсем компьютер вӑййисене "каснӑ" тата интернет анлӑшне сухаласа ҫӳренӗ вӑхӑтра ача вӑхӑта сая ямасть, кроликсемпе чӑхсем ҫитӗнтерет.
Асланӑн хӑйӗн ферми ҫинчен ӗмӗчĕ виҫӗ ҫул каялла, шкулта финанс хутла вӗреннӗ уроксем хыҫҫӑн çуралнă. Ашшӗ-амӑшӗнчен ҫуралнӑ кун вӑл кролик амине парнелеме ыйтнӑ.
Чи малтан тӑхӑр кролик ҫури çуралнă. Ҫапла майӗпен, выльӑх-чӗрлӗх йышӗ ӳссех пынă. Халӗ шкул ачи-предприниматель виҫӗ ӑрат ӗрчетет: ушастый баран, калифорни тата серый великан текеннисене, пурӗ 40 пуҫ.
Амашĕ чăх ҫӑмарти хăйсен пулсан лайăх тесе каласан, Аслан чӑх ӗрчетме шут тытнă. Ҫапла унӑн ферминче ҫунатлисем те вырнаҫнă. Унӑн хӑйӗн яланхи клиентсен бази пур ӗнтӗ.
Хӑйӗн ӗҫне нумай тӑкаксемпе вӑй хумалла пулсан та, ача шкулта лайӑх вӗренет, вырӑнти ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх ҫуртӗнче вӗренме, ОГЭ хатӗрленме ӗлкӗрет.
Сӑмах май, ҫамрӑк бизнесменӑн ӗмӗчӗсем калама ҫук пысӑк. Малашне вӑл Пушкӑрт пуҫлӑхӗ пуласшӑн. Политикӑпа ӗҫ тухмасан, вӑл хӑйне авиацире е фермер ӗҫӗнче тӗрӗслесе пӑхасшăн.
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-02-02/shkolnik-fermer-v-bashkirii-devyatiklassnik-razvodit-krolikov-i-kur-3126970


Сӑнӳкерчӗкĕ: А. Султановӑн архивӗнчен.

 

Шкул ачи-фермер: Пушкӑртстанра тӑххӑрмӗш класра вӗренекен кроликсемпе чӑхсем ӗрчетет
Шкул ачи-фермер: Пушкӑртстанра тӑххӑрмӗш класра вӗренекен кроликсемпе чӑхсем ӗрчетет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: