Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
3 Нарӑсӑн 2023, 16:08

Выльăх-чĕрлĕхе лайăх пăхаççĕ

"Олвас" ОООра выльӑх-чӗрлӗх начар мар условисенче хĕл каçать.

Выльăх-чĕрлĕхе лайăх пăхаççĕ
Выльăх-чĕрлĕхе лайăх пăхаççĕ


"Олвас" ОООра ӗне витинче мӑйракаллӑ шултра выльӑхӑн 261 пуҫӗ, ҫав шутра хура-чӑпар ӑратлӑ 110 ӗне пур. Вӗсене кашни кунах икӗ тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлекен скотник пӑхса тăраҫҫӗ.
— Эпир иксӗмӗр те Мелевĕспуçĕнче ҫуралса ӳснӗ, — тет Андрей Иванов. — Ӗҫе те, киле те хамӑр лашасемпе, килти хуҫалӑхра усраканскерсемпе, ҫитетпӗр. Манӑн хамӑн кил хушшинче лашасӑр пуҫне икӗ пуҫ ĕне вылăх, качака, сурӑх, сысна ҫури тата килти кайӑк пур. Эпир аттепе анне килӗнче пурӑнатпӑр. Мӑшӑрӑмпа Дианӑпа  йыш нумайланасса кӗтетпӗр: çывăх вăхăтра ывӑл ҫуралмалла. Ҫавӑнпа манăн алӑ усмасӑр ӗҫлемелле, ҫемье тытмалла. Манӑн юлташа Леонид Еремеева ҫӑмӑлтарах пулать: вӑл хӑйӗн йӑмӑкӗпе  пĕрле пурӑнать, чӑхсемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те ӗрчетмест.
Эпир районти ялхуҫалӑх управленийӗн тӗп зоотехникӗпе Шайнур Лукмановпа ферма тӑрӑх васкамасӑр утса тухрӑмӑр, пур пӳлӗмсене те пӑхса тухрӑмӑр, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансем выльӑх-чӗрлӗхе тивӗҫлипе пӑхнине пӗлтӗмӗр. Ҫамрӑк выльӑхсемпе ӗнесем самӑр, хӑйсен кавлевне пӗр тикӗссӗн чӑмлаҫҫӗ. Вӗсем пурте ҫемҫе вырӑн ҫинче выртаҫҫӗ. Ҫӑнӑх тусанӗн шурӑ ӑршинче ӗҫлекенсем хӑйсем дробилка ҫинче выльӑх апачӗ хатӗрлеççĕ.
— Выльӑх апачӗ ҫителӗклӗ. Ҫителӗклӗ утӑ та хатӗрленӗ, - тет Леонид Анатольевич. — Ҫапла ӗнтӗ, апат-ҫимӗҫ тӗлӗшӗнчен йӗркеллех. Ӗнесемпе пӑрусене вӑхӑтра ӑшӑ шыв ӗҫтеретпӗр, тислӗк пуҫтаратпӑр. Хуҫалӑхра лайӑх пахалӑх сенаж  та пур. Ӗҫе эпир ачаранпах хӑнӑхнӑ.
Владимир СМОЛОВ.
Авторăн сӑнӳкерчӗкӗ.

Выльăх-чĕрлĕхе лайăх пăхаççĕ
Выльăх-чĕрлĕхе лайăх пăхаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: