Паян кирек мӗнле ял та хресченӗн ҫирӗп шӑнӑрӗпе, пысӑк ӗҫченлӗхпе кӑна мар, пĕчĕк Тӑван ҫӗршыва чунтан юратнипе туллин аталанать.
— Сӗт туса илекен ҫемье фермине эпир 10 ҫул каялла йӗркеленӗ. Ҫакӑн пек ӗҫ суйласа илнипе йӑнӑшмарӑмӑр, — тет Виктор Владимирович Тимофеев, кил хуҫалӑхĕпе, выльӑх-чӗрлӗх усрамалли хуралтӑсемпе паллаштарса. — Ялхуҫалӑхӗнче ӳсентӑран ӗрчетессинче те, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессинче те лайӑх результат тăвас тесен ырми-канми ӗçлемелле.
2023 ҫул пуҫламӑшӗнче Виктор Тимофеевӑн хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче килти ҫемье ферминче 42 пуҫ ĕне выльăх пур, вӗсенчен 23 пуçĕ сӑвакан ӗнесем. Килти цехра сӗт-ҫу продукцине тӳрех промышленность тарине вырнаҫтараҫҫӗ.
— Пӗтӗм эрнине малтанах ҫырса хунӑ. Тавар илекенсем эпир хамӑр суту-илӳ пӑнчисене тухнине малтанах пӗлеҫҫӗ, — малалла калать Виктор Владимирович.— Хамӑр ял ҫыннисене сӗт-çу продукцине эпир эрнере икӗ хут юрăхлă, вăй тайăн хакпа сутатпӑр. Приютовăна эрнене виҫӗ хут каятпӑр, Белебее — палăртнă пӗр кун. Куллен пирĕн тавар илекенсемпе эпир пӗр-пӗрне питӗнчен пӗлетпӗр, темелле. Ҫавӑнпа та кунта яланах лайӑх суту-илӳ маркине тытса тӑма тивет.
Фермер хуçалăхĕн пуҫлӑхӗ хӑйӗн кил-йышне лайӑх ӗҫленӗшӗн мухтать. Сӗт-ҫу продукцине тирпейлес ӗҫре фермер мӑшӑрӗ Мария Николаевна яланах ĕлкĕрсе пырать. Ашшӗн сылтӑм алли Виталий ывӑлӗ пулса тăрать. Вӑл хальлӗхе вырӑнти вӑтам шкулӑн 10 класӗнче вӗренет. Ҫиччӗмӗш класра вӗренекен Анастасия тата пиллӗкмӗш класра вӗренекен Злата амӑшӗн питӗ лайӑх пулӑшакансем пулаҫҫӗ.
— Ӗнесемпе ҫамрӑк выльӑхсене выльӑх апачӗ ҫулталӑк ҫурӑлăх ҫитет. Ҫу каҫиччен лайӑх утӑ хатӗрлерӗмĕр. Лайӑх фураж пур, — каласа парать Виктор Тимофеев. — Пӗтӗм выльӑх ӑшӑ пӳлӗмсенче тарӑн çийĕнчĕк ҫинче выртать. 2023 ҫулта 25-30 пуҫ ĕне выльăх усрамалăх ангар тума пуҫлама палӑртатпӑр. Стройматериал илсе килнӗ ӗнтӗ. Ҫуркунне, юр ирӗлсен, строительство ӗҫне пуҫлӑпӑр.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.