Киров ячӗллӗ СПКра 2022 ҫулхи пӗтӗмлетӳ пухӑвӗ иртнӗ.
— Эпир 2022 ҫул хушшинче кооператив правленийӗн ӗҫне тишкерме тата 2023 ҫул валли малашлӑхлӑ плансем палӑртма пуҫтарӑнтӑмӑр, - пуҫланă пухăва хуçалăх правленин председателӗ Александр Тихонов. — Хуҫалӑхри пурнӑҫӑн тӗп ҫул-йӗрӗ - ӳсентӑран тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси. Хуҫалӑх ертӳҫи Александр Тихонов пӗлтӗр 2022 ҫула хуҫалӑх начарах мар результатсемпе вӗҫленине палӑртнӑ. 2022 ҫулта кооперативра акмалли лаптӑксем 3464 гектар пулса тӑнӑ. Хӗллехи тапхӑрта акма кирлӗ вӑрлӑх хатӗрлесе хунӑ. Вӗсен тӗп калӑпӑшне лайӑх йӗркеленӗ, - малалла каланă Александр Маркелович. Ҫураки пуҫланас умӗн кирлӗ техникӑна та юсаса хатĕрленĕ. Икӗ эрне хушшинче çурхи акана технологи ыйтӑвӗсене пурне те пӑхӑнса туса ирттернĕ, ҫавӑнпа та уй-хирте калчасем туслӑ та тикӗс пулнă. 1436 гектар площадьре ҫурхи культурӑсене вӑхӑтра ҫум ҫумланӑ.
Киров ҫыннисем выльӑх апачӗ хатӗрлесси ҫине яваплӑ пӑхнӑ. 2022 ҫулта 220 гектар лаптӑкӗнчи утта ҫулса, 450 тоннă утӑ хатӗрленӗ. Утта пӗтӗмпех тиесе сенохранилищӗне куҫарнӑ.
Тырпул пухса кӗртнӗ тапхӑрта виҫӗ комбайн ĕçленĕ, вӗсем пӗтӗм тырпула хиртен хӑйсен вӑйӗпе пухса кӗртнӗ. Кооперативра тӗштырӑ культурисен тухӑҫлӑхӗ 20 центнер гектар пуçне пулнă. Пĕтĕмĕшле пухнă тĕштырă 43407 центнерпа танлашнӑ.
2023 ҫулхи тырпул тухӑҫне кĕркунне 558 гектар калча акнӑ. Кӗрхи тӑпрана октябрь уйӑхӗнче 1300 гектара яхӑн лаптӑкра алса тирпейленĕ, 187 гектартан 10,5 центнер гектар пуçне тухӑҫпа хӗвелҫаврӑнӑша пӗтӗмӗшпех пухса кӗртнӗ.
2022 ҫулта хуҫалӑх 13,5 миллион ытла тенкӗлĕх техника туяннӑ.
Шултра мăйракаллă вылăх йышӗ 2022 ҫулта хуҫалӑхра 700 пуҫ, ҫав шутра 320 пуç ӗне шутланнӑ. Çулталăк хушшинче 350 пуҫ пӑру илнӗ. Хуҫалӑхра 51 пуç лаша тытыççĕ. 2022 ҫулта сӗт валӗ 6677 центнерпа танлашнӑ. 2022 çулта сӗте 6400 ц пысӑк сортпа кӑна 18 800 000 тенкӗлĕх сутнă.
Сӗт вӑл - куллен чӗрӗ укҫа кӳрекен продукт. Ҫавӑнпа та ҫак паха продукт производствин процесне уйрӑмах тӗрӗслесе тӑмалла.
Киров ячӗллӗ СПКа ура ҫинче ҫирӗп тӑрать, пуласлӑха шанчӑклӑн пӑхать.
Ҫавӑн пекех пухура Пишпÿлек ял совечӗн пуҫлӑхӗ Александр Семенов тата районти тӗп зоотехник Шайнур Лукманов тухса калаҫнă.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ авторăн.