

Районти ял хуҫалӑх предприятийӗсен механизаторӗсен кашни ҫул ятарласа хатӗрленӗ программа тӑрӑх агротехника вӗренӗвӗн курсӗнче пӗлӗвне ӳстермелле. Пӗлӳ илни вӗсене часах ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене ирттернӗ чухне кирлӗ пулать вӗт. 2023 ҫулхи ака кампанийӗ те инçе мар ӗнтӗ.
Киров ячӗллĕ СПКра ҫакӑн пек вӗрентӳ процесне хуҫалӑх ертӳлӗхӗпе тата тӗп инженер Дмитрий Иванович Иванов йӗркеленӗ. Хуҫалӑхӑн машинӑпа трактор паркӗнче 12 механизатор аттестациленнӗ. 2023 ҫултанпа механизаторсене аттестацилемелли программӑна производствӑра инкек курнисене тухӑҫлӑ пулӑшу пама вӗрентеҫҫӗ. Аттестаци билечӗсене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн механизаторсем пурте пушара хирӗҫ хӑрушсӑрлӑх енӗпе инструктаж илнӗ. Аттестацие ял хуҫалӑх кооперативӗн ятарлӑ комиссийӗ ирттернӗ, вӑл пӗтӗмлетӳсене пӑхса тухнӑ май ҫуллен агротехника вӗренӗвӗн тапхӑрӗнче илнӗ пӗлӳ ака ӗҫӗсем вӑхӑтӗнче кӑна мар, уй-хирти ытти ӗҫсен тапхӑрӗнче те тырпула пухса кӗртичченех механизаторсене кирлӗ пулать.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Олег Рузаков.