Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
31 Мартӑн 2023, 20:35

Пушкӑрт ҫӗрӗн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ районӗсенчен пӗринче ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем пуҫланнă

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пушкӑрт ҫӗрӗн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ районӗсенчен пӗринче ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем пуҫланнă
Пушкӑрт ҫӗрӗн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ районӗсенчен пӗринче ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем пуҫланнă

Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ПР правительство премьер-министрӗн ҫумӗ ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов ертсе пынипе Пушкӑртстанри ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ вӑрман тӑрӑхӗнчи районсем валли Агрономи конференцийӗ иртет.
Ильшат Фазрахманов, ку тӑрӑхри районсенче юр юлманнине курса, кӗрхи культурӑсен лайӑх калчисемпе уй-хирсемшӗн савӑннӑ. Вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче ку Пушкӑртстанри ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗшӗн хӑнӑхман картина пулнине палӑртнă, мӗншӗн тесен ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗнче час-часах уй-хир ӗҫĕсем яланхи срокран 2-3 эрне каярах пуҫланаҫҫӗ. Кӑҫал ҫуркунне уй-хир ӗҫӗсем республикӑн кӑнтӑр енчен мар, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне 200 гектар кӗрхи ыраш ҫитернӗ Киги районӗнчен пуҫланнӑ. Бакалă районӗнче тата 60 гектар кӗрхи тырра имçамланӑ.
ПР Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, агроконференцие хутшӑнакансем уй-хир ӗҫӗсене йӗркелес, вӗсене финанслас, юсас тата техника хатӗрлес, вӑрлӑхсемпе удобренисем тата ГСМ ыйтӑвӗсене сӳтсе яваҫҫӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-03-30/v-odnom-iz-severo-vostochnyh-rayonov-bashkirii-uzhe-nachalis-vesenne-polevye-raboty-3198166

 

Пушкӑрт ҫӗрӗн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ районӗсенчен пӗринче ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем пуҫланнă
Пушкӑрт ҫӗрӗн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ районӗсенчен пӗринче ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем пуҫланнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: