Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
26 Апрелӗн 2023, 10:17

Каччӑсем трактор ҫине лараҫҫӗ

Тĕплĕнрех - сайтра.

Каччӑсем трактор ҫине лараҫҫӗ
Каччӑсем трактор ҫине лараҫҫӗ

Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалĕнче вӗренекен тракторист-машинистсем вӑхӑтлӑх удостоверенисем илнӗ.
— Апрелӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 20-мӗшӗччен колледжри 11-ЭК ушкӑнра вĕренекенсем вӗренӳ учрежденийӗн ертӳҫин приказӗпе килӗшӳллӗн тӑватӑ эрне тăршшĕ тӗрлӗ хуҫалӑхсенче татти-сыпписӗр производство практики иртеҫҫӗ, - тет ушкӑнӑн класс ертӳҫи Александр Егоров. Вӑхӑтлӑх правасем - тракторист-машинистсен удостоверенийӗсем, тракторпа çÿреме вӗренекен 14 качча Пишпÿлек районӗнчи Гостехнадзор инспекцийӗн начальникӗ Эдуард Григорьев билетсемпе тепӗр хут экзамен панӑ тата тӗрлӗ маркӑллӑ тракторсемпе çÿреме пӗлнине тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн, панӑ. Халӗ вӗсем пурте тракторпа хӑйсем тӗллӗн çÿреме, ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ ирттерме ял хуҫалӑх предприятийӗсене пулӑшма тивӗҫ. Пирӗн йӗкӗтсем хӑйсен тӑван ялĕсенчи хуҫалӑхӗсенче пирӗн Пишпÿлек районӗнче кӑна мар, Давлекан, Ермекей, Мияки районĕсенче тата Оренбург облаçĕнчи Пономаревка районӗнче те тракторсем ҫине ларӗҫ.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир СМОЛОВ.

 

 

 

Каччӑсем трактор ҫине лараҫҫӗ
Каччӑсем трактор ҫине лараҫҫӗ
Каччӑсем трактор ҫине лараҫҫӗ
Каччӑсем трактор ҫине лараҫҫӗ
Каччӑсем трактор ҫине лараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: